This website is referral for adsterra.com and popcash.net

Please visit our new website audiobookgratis.it and our new Bible Website. It's absolutely free!

Now you can download our classical and etnic music archives in just one clic.

Privacy Policy - Cookie Policy - Termini e condizioni di servizio



Static Wikipedia: Italiano - Inglese - Francese - Spagnolo - Tedesco - Portoghese - Olandese - Polacco -
Russo - CineseTurco - Svedese - Swahili - Afrikaans - Vietnamita - Ebraico - Greco - Arabo - Coreano -
 Finlandese - Winaray - Giapponese - Ungherese - Bulgaro - Farsi - Danese - Hindi -
 Lituano - Lettone - Catalano - Euskera - Esperanto - Estone -Norvegese -Rumeno -

 Static Wikipedia - Other Languages:  aa - aab - als - am - amg - an -  arc- as - ba - bar - bat - bcl -  be - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug -
bxr
 - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy- diq - dib - dv - dzee - eml  - ext -
 fa - ff - fiu - fj - fo - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk . gn - got - gugv - ha - hak  - hif - ho - hr -
hsb  - hy - hz -ia- id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - iu - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl -
 km - kn - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lomdf - mg - mh -
 mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus -my - myv - mzn - na - nh - nap - ne - nds - new -ng - nn - nov -
nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pag - pa - pdc - pih - pi - pms - ps - qu - rm - rmy - rn - rw -
 sa- sah - sc -scn - sco -sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st -
stq - su - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - ts - tt - tum - tw - ty -
udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu -xal - xh - yi - yo - za - zea - zu -



Other Static Wikipedia: .org - .it - .net - .eu - com - controversi.org - literaturaespanola.es - Quality articles
Wikipedia for Schools: English - French - Spanish - Portuguese
101 free audiobooks - Stampa Alternativa - The Open DVD - Open Bach Project  -
Liber Liber - PunchLibretti d'opera - Audioletture - Audible
Appunti di informatica libera - Conferenze - Audiobook PG - Bach Organ WorksEnglish PG -
Italiano PG - GNUtemberg - Guide LinuxAnonymous PG - Authors - ISO files -
Holy Bible: King James Version -  OnLine Bible - Spanish Reina Valera - French Segond -
World English Bible - KJV Concordances - Concordanza Biblica Калевала — Википеди

Калевала

Википедири материал

Сампо хӳтелени
Сампо хӳтелени

Калевала (финнла Kalevala), — карелпа финн халăхĕсен сăвăллă эпосĕ. 50 юрăран тăрать.

Эпоса эпикăллă юрăсене усă курса çырнă. Хатĕрлекенĕ — Элиас Лёнăрт (Elias Lönnrot), вăл уйрăм юрăсене пухса вĕсен чи ăнăçлă тĕсĕсене суйласа илсе вĕсене çыхăнтарнă. Элиас юрăсене икĕ хут якатнă. Чи малтан 1835 çулта, кайран — 1849-мĕшĕнче. Калевала посёлокĕнче хыр ларать, халапсем тăрăх Лёнăрт ун айĕнче çак ĕçе хатĕрленĕ тет.

[тӳрлет] Калевала сюжечĕ

Вяйнемёйнен тем пысăкăш çăрттан янахĕнчен тунă кантелĕпе
Вяйнемёйнен тем пысăкăш çăрттан янахĕнчен тунă кантелĕпе

Калевалта чăнах та пур юрăсене те çыхăнтаракан пĕр сюжет çук, сюжечĕ питĕ расна. Калевала çĕрпе тӳпе, çăлтăрсем епле пулни çинчен каласа панипе пуçланать. Сывлăша Вяйнямёйнен ятлă финнсен тĕп харкамçин хĕрĕ ăсталанă пулса тухать. Вяйнямёйнен хăй вара çĕр çине урпа лартса çĕре хатĕрлет. Малалла Вяйнямёйнен тĕрлĕ çĕре çитсе курни пирки, унта тĕлĕнтермĕшсем курни пирки сăмах пырать. Харкамçă Çурçĕр хĕр-патшана тĕл пулать, лешĕ вара хăйĕн ванчăк веретенойĕнчен кимĕ тума пултарсан ăна качча тухма килĕшет. Кимĕ тунă вăхăтра Вяйнямёйнен пуртăпа аманать. Юнĕ юхма чарăнманнине кура сиплевçĕ патне каять, лешĕ ăна тимĕр епле пулни çинчен халап каласа парать. Каялла таврăннă хыççăн Вяйнямёйнен çил-тăвăлпа Ильмаринен тимĕрçе илсе килет. Лешĕ вара Вяйнямёйнена панă сăмахпа килĕшӳллĕн Çурçĕр хуçи валли пуянлăхпа телей кӳрекен асамлă Сампо япала хатĕрлет (I—XI юрăсем).

Малаллахи XI—XV юрăсем Лемминкяйнен харкамçăн çулçуревне каласа парать. Вăл хĕрсене çăвăрма ăçта пулнă, çăв вăхăтрах хастар асамçă пулни те курăнать. Ку юрăсем хыççăн сюжет каллех Вяйнемёйнен патне таврăнать. Вăл тамăка анать, Виипунен хырăмĕнче пулса курать, унран асамлă кимĕне тумашкăн виçĕ сăмах ыйтса пĕлет. Вяйнемёйненăн кимĕ тумалли пур хатĕр те пур, çавна кура вăл Çурçер çерне, Похьёлăна, таврăнать. Çурçĕр-хĕр патши вара Ильмаринена суйланă иккен, вĕсен туйĕ иртет. XVI—XXV юрăсенче туя тĕплĕн сăнласа панă, пулас арăмпа упăшкин вырăнĕсене кăтартакан туй юррисене те илсе панă.

XXVI—XXXI юрăсенче каллех Лемминкяйнен Похьёла тăрăх çӳренине çутатса панă. XXXI—XXXVI юрăсенче Куллерво паттăр пирки каласа панă. Вăл пĕлмесĕр тăван йăмăкне савса пăрахнă. Юратнă хĕр çывăх тăван лекнине пĕлсен иккĕшĕте хăйĕн çине алă хунă.

Малаллахи XXXVI-XLIX юрăсенче виçĕ харкамçă çулçуревне çутатса панă — Похьёлăри Сампăна вăрлани пирки, Вяйнемёйнен хăйĕн кантелне (унпа вăл çутçанталăка илем кĕрет, Похьола халăхне çывăртарса ярать) ăсталани пирки, Сампăна илсе кайни, Çурçĕр хуçи вĕсене хăвални пирки, Сампо тинĕсе ӳкни пирки, унăн ванчăкĕсемпе Вяйнемёйнен тăван çерне нумай усă кӳни пирки. Çурçĕр хĕр-патша асамлă япалана çухатнăшăн Калевалăна тĕрлĕ асар-писер çанталăк, хăрушкасем ярать, Вяйнемёйнен вĕсене тĕп тăвать. Похьола хуçи хĕвелпе уйăха хуплать, Вяйнемёйнен çĕнĕ кантел туса вĕсене тавăрать.

Юлашки юрăра Марьятта хĕр асамлă ача çуратни пирки халап вырнаçнă. Лешĕ унтан вăйлăрах пулассине туйса Вяйнемёйнен ăна вĕлерме сĕнет. Икĕ эрнери ача Вяйнемёйнена тĕрĕсмарлăх пирки пĕлтерет, намăсланнă харкамçă юлашки хут хăйĕн çепĕç юррине юрланă хыççăн кимĕ çине ларать те Финляндирен каять.

[тӳрлет] Каçăсем